«Кӗнеке — пӗлӳ ҫӑлкуҫӗ». Ахальтен мар ӗнтӗ каланӑ ҫак сӑмахсене __Петӗр Хусанкай__. Шкулсенче вара кӗнекесӗр пӗлӗве тарӑнӑн тӗпчеме май ҫук.
Пӗтӗмӗшле пӗлӗве модернезацилес тӗллевпе йышӑннӑ ятарлӑ программӑпа килешӳллӗн федераллӑ хыснинчен уйӑрнӑ укҫа-тенкӗпе Шӑмӑршӑ районӗн шкулӗсене 2013–2014 вӗренӳ ҫулӗ валли туяннӑ шкул кӗнекисемпе тивӗҫтереҫҫӗ. Ку лару-тӑру вара 1–4 тата 9–11 класс ачисене шкул кӗнекисене укҫалла туянассинчен хӑтарать. 5–8 класра вӗренекенсен те кӗнекесем ҫине тӑкакланмалла мар пулӗ, вӗсем валли вӗренӳ литературине республика тата вырӑнти хыснаран уйӑрнӑ укҫапа туянма палӑртнӑ.
Паянхи куна __Шӑмӑршӑ районӗн__ вӗренӳ пайӗ тата ҫамрӑксен политикин администрацийӗ 1–4 тата 9–11 класс ачисем валли пайӑмлӑ учебниксен пуххи ҫитнӗ — 2 602 яхӑн экземпляр, вӗсен пӗтӗмӗшле суммми — 424 764 тенкӗ.
Район администрацине килнӗ кӗнекесем шкулсене вӗренӳ учрежденийӗ панӑ заявкӑсем тӑрӑх валеҫӗнет.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |