Муниципалитетсен пуҫлӑхӗсем надзор органӗсем тӗрӗслесе халтан яраҫҫӗ тесе кӑмӑлсӑрланнине нумаях пулмасть федерацин Чӑваш Енти тӗп инспекторӗ Геннадий Федоров патӗнче иртнӗ канашлура та __/news/3408.html|палӑртнӑччӗ__. Паян, ав, ку ыйту патне тӗрӗслевпе надзор органӗсен тухӑҫлӑхне сӳтсе явакан ведомствӑсен хушшинчи канашлура хускатнӑ иккен. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__ та хутшӑннӑ.
Унта пухӑннӑ тӳре-шара прокуратурӑна тата монополипе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен службӑна уйрӑмах ӳпкеленӗ. Мӗншӗн тесен вӗсем ытларах тӗрӗслеҫҫӗ-мӗн.
Хӑйсен сӑмахне ҫирӗплетме муниципалитетсем цифрӑсемех илсе кӑтартнӑ. Кӑҫалхи ҫур ҫулта муниципалитетсенче тӗрлӗ орган 10 пин ытла тӗрӗслевпе надзор мероприятийӗ ирттернӗ. Вӗсен шутӗнче 7,9 пин хутчен ыйтса ҫырнӑ хутсем ҫитнӗ иккен. Вӑл шутран 600 тӗслӗхӗнче кирлӗ информацие уҫӑ ҫӑлкуҫсене вырнаҫтарнӑскерсем пулнӑ иккен.
Муниципалитетсене пӗтӗмпе 133 хутчен 1,085 миллион тенкӗлӗх штарфланӑ иккен. Ҫав шутран 41 процентне монополипе кӗрешекенсем ҫырса панӑ, 38 процентне — прокуратура, ӳркенмесӗрех шутланӑ муниципалитетсем.
Ҫав вӑхӑтрах тӗрӗслевҫӗсем хӑйсене ӳпкеленипе килӗшесшӗн пулман. Республика прокурорӗн ҫумӗ Александр Григорьев каланӑ тӑрӑх, тӗрӗслевсенчен 90 проценчӗ саккуна епле пурнӑҫланине тӗрӗсленипе ҫыхӑннӑ, ыттисем — ҫынсен ҫӑхавне пӑхса тухассипе ҫыхӑннӑ тӗрӗслевсем. Тӳре-шара саккунсене пӗлсе ҫитерейменни те пулать-мӗн.
__http://www.regnum.ru/news/fd-volga/chuvashia/1684523.html|**Сӑнсем**__ (2)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |