Ялтан хулана, хуларан яла час-часах ҫӳренӗ майӑн транспортра ларса пынӑ чух куҫсем хӑйсемех чӳречен леш еннелле тинкереҫҫӗ — ара ҫутҫанталӑк илемӗпе мӗншӗн килленес мар-ха? Анчах таврана сӑнаса пынӑ майӑн трасса хӗррипе ҫул инкекӗнче вилнӗ тӑванӗсене асӑнса вырнаҫтарнӑ асӑну хӑмисене, чечек кӑшӑлӗсене тӑтӑшах асӑрхама пулать. Вӗсене курсанах пӗрисем ҫӳҫӗнсе те илеҫҫӗ, теприсен кӑмӑлӗ хуҫӑлать. Ара пурте эпир хамӑрӑн пурнӑҫра лайӑххине кӑна курасшӑн. Тӗнчерен уйрӑлнӑ паллисене асӑрхасан вара вилӗм витӗмӗ пире те тивме пултарасса туйӑнать.
Ку ыйтӑва Еврей автономи облаҫӗнчи саккун тӑвакан пухӑвӑн депутачӗсем татса парас тенӗ. Вӗсен шухӑшӗпе малашне халӑха ҫул хӗрринче ритуаллӑ паллӑсене хӑварма чармалла, мӗншӗн тесен вӗсем урапасем ҫӳремелли ҫулпа ҫул хӗррин чиккине уйӑракан йӑрӑмсене тивӗҫлӗ усӑ курмалли йӗркене пӑсаҫҫӗ.
Саккун проекчӗпе килешӳллӗн ҫул инкекӗ вырӑнӗнче чечексемпе кӑшӑлсем хӑваракансене 1 500 тенкӗ штраф тӳлеттерме сӗнесшӗн.
Чӑваш Енӗн Минтрансӗ те ку хыпара ҫирӗплетнӗ.
— Эпир пӗлнӗ тӑрӑх паянхи куна инкек пулнӑ вырӑнта ларакан асӑну палӑкӗсене «пӗтермеҫҫӗ». Манӑн хамӑн та вӗсене пӗтерме хал ҫитмӗ, кӑмӑл та ҫук. Малашне вара ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ вырӑнсенче чечексемпе кӑшӑлсем асӑнса хӑварма чарӗҫ, — тенӗ «Чӑвашупрдорӑн» директор ҫумӗ Дмитрий Михайлов.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |