Хаббл пирки эсир илтнех пулӗ — ҫак телескоп пирӗн Ҫӗр тавра спутник евӗр ҫаврӑнать. Унпа усӑ курса ӑсчахсем тӗнче уҫлӑхӗнче ҫӗннине нумай пӗлчӗҫ. Хаббл та пӗччен мар унта, тӗрлӗ космос агентстви хатӗрленӗ телескопсен йышӗ вуннӑран та иртет: Кеплер, Интеграл, Планк, Радиоастрон, Спитцер, тата ыттисем. Ӗҫлессе те вӗсем тӗрлӗрен тӗпчеҫҫӗ: пӗри кӗске хумсене сӑнать, тепри хӗрлӗ хум айӗнчи пайӑркасене пӑхать, виҫҫӗмӗшӗшӗн рентген пайӑркисем кӑсӑклӑ. Хаблла илес пулсан вӑл курӑнакан пайӑркасене сӑнать. Е тепӗр май каласан вӑл оптикӑллисен йышне кӗрет.
Ӑсчахсем, паллах, телескопсене инҫерех те инҫерех вырнаҫтарасшӑн. Тӗслӗхрен, Хаббл ҫӗр пичӗ ҫинче вырнаҫнӑ пулсанах унӑн пахалӑхӗ 1–10 хут чакнӑ пулӗччӗ. Ҫавӑнпах пулӗ International Lunar Observatory Association агентство ҫӗнӗ телескопа Уйӑх ҫине лартасшӑн. 2016–2018 ҫулсем тӗлне вӗсем Уйӑхри Малаперт тӑвӗ ҫине икӗ метрлӑ радиоантенна тата оптика хатӗрне вырнаҫтарасшӑн. Ҫак сӑрт Уйӑхӑн кӑнтӑр полюсӗ ҫывӑхӗнче иккен, ҫавӑнпа та унти температура унталла-кунталла сикмест — яланах -50° С патӗнче тӑрать (ытти вырӑнта температура уйӑх ҫийӗнчи кун хушшинче 300 градуса ҫити ылмашӑнма пултарать). Унсӑр пуҫне унта ҫутӑ ҫителӗклӗ иккен, аппарат фотоэлементсемпе тӑранса пурӑнайрать. Малаперт тӑвӗ Ҫӗр ҫинчен те лайӑх курӑнать имӗш (Уйӑхӑн тӳнтерле енӗ пирки илтнех пуль?) — тӳрӗ ҫыхӑну йӗркелеме меллӗ.
Вӑхӑчӗ нумаях мар пулин те ӗҫлемелли вӗсен пайтах — унччен тата вӗсем Уйӑхҫийӗн куҫакана (Лунохода) ӑсталаса Google Lunar X PRIZE конкурсра ҫӗнтересшӗн. Мала тухнӑ ятпа илнӗ укҫана шӑп та ҫак телескопа ӑсталама ярасшӑн та имӗш.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |