Питӗр хулипе ҫуммӑн вырнаҫнӑ Юкки ялӗнче велочупу-маунтинбайкпа чемпионат, Раҫҫей первенстви тата Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусем уҫӑлни ҫинчен __/news/3488.html|эпир иртнӗ кунсенче хыпарланӑччӗ__. Нумаях пулмасть унта элита категорийӗнче кросс-кантри чупӑвӗсем вӗҫленнӗ. Ӑмӑртӑва Мускавпа Питӗр хулисенчен, Карели, Тутар, Удмурти республикисен тата Самар, Калининград, Свердловск, Челепи, Тӗмен облаҫӗнчи спортсменсем хутшӑннӑ.
Хӗрарӑмсен хушшинчи чупура чемпион титулне пирӗн ентеш **Ирина Калентьева** ҫирӗплетнӗ, вӑл 25,6 ҫухрӑм дистанцийӗ 1:33:21 вӑхӑтпа вӗҫленӗ. Тата тепӗр республика спортсменӗ, УОР студентки Вера Андреева финиша виҫҫемӗш тухнӑ.
Раҫҫей Чемпионачӗ, Кросс-кантри — 25,6 ҫухрӑм, Хӗрарӑмсен элити:
1. **Ирина Калентьева** (Чӑваш Республики) — 1:33:21
2. Екатерина Аношина (Питер) + 1:42
3. **Вера Андреева** (Чӑваш Республики) + 4:18.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |