Тӗрӗс-текел, сывлӑхлӑ пурӑнма тӑрӑшатпӑр пулин те никам та пӗлмест шӑпа пире мӗнле тӗрӗслевсем илсе килессине. Хӑш чухне ҫын пурнӑҫӗ хӑй айӑпӗпе мар, урӑх сӑлтавсене пула татӑлать.
Ӗнер, утӑн 23-мӗшӗнче, 10:25 минут тӗлнелле __Тӑвай районӗнчи__ «Енӗш» урапа ҫулӗ ҫинче хӑрушӑ ҫул инкеке сиксе тухнӑ.
Чӑваш Енӗн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне йӗркелесе пыракан инспекцийӗнче палӑртнӑ тӑрӑх инкек «ВАЗ-21099» урапапа __Тӑвай__ ялӗнчен __Канаш__ хули еннелле руль умӗнче ларакан 50 ҫулхи арҫын айӑпӗпе тухнӑ. Хальлӗхе тӗпчесе пӗлмен сӑлтавсемпе водитель машина парӑнтарайманран трассӑран ҫул хӗрне тухнӑ, унта пӗтӗм вӑйпа ҫуран утакан ҫынна ҫапса кайнӑ, хыҫҫӑн урапа кювете ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Ку инкекре урапа кустӑрми айне пулнӑ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Водителе тата «ВАЗра» ларса пыракана тӗрлӗ сурансемпе Канаш хула пульницине леҫнӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |