Шел пулин те кашни эрнере республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенче пушарсем тухаҫҫӗ. Вӗсенче кил хуҫисен пурлӑхӗ кӑна мар пӗтӗт, ҫын пурнӑҫӗ те татӑлать.
Ӗнер, утӑн 23-мӗшӗнче __Пӑрачкав__ ялӗнчи 1-мӗш Пиллӗкҫуллӑх урамӗн пӗр кил-ҫуртра пушар тухнӑ пулнӑ. Инкек сӑлтавне хальлӗхе тӗплен тӗпчесе пӗлмен-ха. Ҫулӑм кил-ҫурта хуҫалӑхри ҫурт-йӗртен куҫма пултарнӑ тесе сӑмахлаҫҫӗ. Ку инкекре вара 55 ҫулхи арҫын тата унӑн 87 ҫулхи хунямӑшӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Республикӑри СУ СКР ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Олег Дмитриев пӗлтернӗ тӑрӑх ват ҫынпа арҫын тӗтӗмпе самайсывланӑ май ҫӑлӑнма пултарман.
Вут ҫулӑм тухсан кил хуҫисем ватӑ ҫынсене ҫӑлма чупнӑ. Хуҫа арӑмӗ хӑйӗн ашшӗне чиперех вут ӑшӗнчен кӑларма пултарнӑ, упӑшки вара хунямӑшне илсе тухас тесе кӗрсе кайсан тухайман. Ҫапла вара икӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Ҫулӑмпа кӗрешекенсем пушара пӗр каҫ хушшинче сӳнтернӗ. Вут-ҫулӑм айӗнче пӳрт самай юрӑхсарланнӑ, ҫурт тӑрри арканнӑ.
Икӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнин тата пушар тухнӑ сӑлтавне тӗпчесе пӗлес тесе суд-медицина экспертизине тата пушар-техника тишкеревнӗ пуҫарнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |