Кашни кун хӑйне майлӑ пулӑмсемпе асра юлать. Вӗсем ҫемье, ял, хула, ҫӗршыв шайӗсенче пулса иртме пултараҫҫӗ. Тунтикун, утӑн 22-мӗшӗнче вара пӗтӗм тӗнчене пӗр пулӑм кӑсӑклантарнӑ. Лондон ҫӗршывӑн Ҫветтуй Мария пульницинче акӑлчан престолӑн еткерҫи, 3 килограмм 800 грамм йывӑрӑш туртакан пепке ҫуралнӑ. Пӗтӗм тӗнче, ҫав шутра Чӑваш Республикин ҫыннисем те патша кил-йышӗ тавра пулса иртекен пулӑмсене кӑсӑклансах сӑнанӑ. Енчен те малтан арҫын ача е хӗрача ҫураласси тупӑштарнӑ пулсан, халӗ халӑх пепке мӗнле ятпа ҫӳрессипе кӑсӑкланать.
«Pro Город» хаҫат тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх ҫак паллӑ кунра __Ҫӗнӗ Шупашкарта__ пурӗ 6 арҫын ача тата 5 хӗрача ҫуралнӑ, __Шупашкарта__ вара — 15 арҫын ача, 15 хӗрача.
Ҫак кунхине ҫуратнӑ амӑшсем хӑйсен пепкен шӑпи ыттисенчен уйрӑлса тӑма пултарнине ӗненеҫҫӗ. Тен, чӑнах та анчахрах кун ҫути курнӑ ачасем хушшинче пулас пысӑк ятлӑ ҫынсем ӳсӗҫ. Чӑннипе вара чи кирли — шӑпӑрлан яланах сывлӑхлӑ пултӑр.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |