Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин салтакӗсен паттӑрлӑхӗ ҫинчен пӗлмен ҫын та ҫук пуль. Вӗсем тарпа, юнпа паянхи мирлӗ пурнӑҫшӑн ҫапӑҫнӑ. Пурнӑҫ йывӑрлӑхӗсене чӑтса ирттерсе паянхи самана таранах пурӑнса ҫитнӗ ветерансем темиҫӗ хутлӑ герой ятне те илме тивӗҫ.
Утӑн 23-мӗшӗнче __Канаш районӗн__ пуҫлӑхӗн ҫумӗ Валентина Алантьева, __Канаш__ хулин тата Канаш районӗн халӑхӑн социаллӑ хӳтелев пайӗн пуҫлӑхӗ Надежда Маркелова __Катек__ ялӗнче пурӑнакан Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Евдоким Егорович Егорова 95 ҫулхи юбилейпа ӑшшӑн саламланӑ. Ҫирӗп сывлӑх, нумай ҫул пурӑнма суннӑ, Раҫҫей Федерацийӗн президенчӗн Владимир Путинӑн ҫыру саламне вуласа панӑ, алла тытарнӑ, чечек тата асӑнмлӑх парнепе чысланӑ. Ҫак кунхине юбиляра ҫывӑх тӑванӗсем, ял ҫыннисем те ӑшӑ салам сӑмахӗсем каланӑ.
Е.Е.Егоров Катек ялӗнчех 1918 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗнче ҫуралнӑ, кунтах ӳснӗ. 1938 ҫулта ӑна чукун ҫул ҫарне хӗсмете илнӗ. Юбиляр каласа панӑ тӑрӑх, вӑл «чукун ҫулӗнчен фронта ҫул тытнӑ», чукун ҫул ҫарӗ шутӗнче ҫапӑҫнӑ, Днепр, Кременчуг урлӑ кӗперсем, 95 ҫухрӑмлӑ ҫӗнӗ чукун ҫула тунӑ.
Будапештра пуҫӗ анранипе пӗр вӑхӑт госпитальте сывалнӑ. 1945 ҫулта Ҫӗнтерӳ кунне Егоров Чехославаккире Прага хулинче кӗтсе илнӗ. Тӑван киле 1948 ҫулта таврӑннӑ, каллех чукун ҫул вокзалне ӗҫлеме вырнаҫнӑ. Пӗлтер 95 ҫулхине паллӑ тунӑ Евгения Константиновна тӑван колхозӗнче пурнӑҫ тӑршӗпе вӑй хунӑ. 4 ача ҫуратса ӳстернӗ, халӗ вӗсем 6 мӑнукпа 6 мӑнук ачисем ҫине пӑхса савӑнаҫҫӗ.
Егоровсен ҫемьи пӗрне-пӗри юратса, хисӗплесе пурӑнаҫҫӗ. Ака уйӑхӗнче вӗсен пысӑк уяв — пӗрлешнерӗнпе 65 ҫул. Паянхи куна ветерансем Михаил ывӑлӗпе Людмила кинӗн ҫемйипе туслӑ пурӑнаҫҫӗ.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&id=2575134&type=main&page=7|**Сӑнсем**__ (17)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |