Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

**Чӑваш музыка ӳнерӗнче паллӑ йӗр хӑварнӑ Олимпиада Агакова ҫуралнӑранпа ӗнер 95 ҫул ҫитрӗ.**

Вӑл __Етӗрне районӗнчи__ __Ҫуткасси__ ялӗнче вӗрентекен ҫемйинче ҫуралнӑ. __Етӗрнери__ педагогика училищинче, каярах __Шупашкарти__ музыка училищи ҫумӗнчи икӗ ҫуллӑх хатӗрленӳ курсне ҫӳренӗ. Ун хыҫҫӑн виҫӗ ҫул хушши вокал уйрӑмӗнче ӑс пухнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи пуҫлансан училище хупӑнать, Олимпиада Яковлевна вара Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче ӗҫлеме тытӑнать. Ансамбльпе пӗрле ҫара та концертпа кайнӑ вӑл. 1943 ҫулхи юпа уйӑхӗнче хӑй ирӗкӗпе фронта тухса каять. Бронепуйӑс пулемет расчечӗн ҫапӑҫуҫи пулать вӑл, салтак тивӗҫне зенит дивизионӗнче пурнӑҫлать. Молдавипе Венгрие ирӗке кӑларассишӗн пынӑ ҫапӑҫусене хутшӑнать.

Вӑрҫӑ вӗҫленсен вӑл тӑван тӑрӑха таврӑнать, училищӗре пӗлӗве малалла туптать. Чӑваш радиовӗн вокал ансамблӗнче ӗҫлеме тытӑнать, концертсемпе тухса ҫӳрет. Сцена ҫинче вӑл кӑмӑл-туйӑма ирӗке янипе, вокал ӑсталӑхне ҫӳллӗ шайра кӑтартнипе палӑрса тӑнине аса илет Пӗтӗм Раҫҫейри музыка обществин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Зимин.

Чӗрӗк ӗмӗр ытла Олимпиада Агакова __Ҫӗрпӳри__ Культурӑпа ҫутӗҫ училищинче преподавательте тӑрӑшать. Олимпиада Яковлевна хорпа тата пӗччен юрламалли юрӑсем ытларах ҫырать. Унӑн хайлавӗсем «Атӑл хӗрӗн юрри», «Ҫамрӑк хурӑн», «Лирические песни», «Ешертӗр ҫӗр», «Чун юратнӑ ҫӗршыв» кӗнекесемпе кун ҫути курнӑ. Олимпиада Агакова кӗвӗленӗ юрӑсем «Ҫамрӑксен сасси» юрӑ пуххине те кӗнӗ. Унӑн уйрӑмах паллӑ хайлавӗсен шутне «Сурӑм вӑрмань», «Хитре теҫҫӗ», «Хӑяймарӑм», «Ах, шӑпчӑксем», «Каҫӗ лӑпкӑн килчӗ» тата ытти юрра кӗртмелле. Вӑл __В. Давыдов-Анатри__, __А. Лукин__, __Юрий Сементер|Ю. Сементер__, А. Галкин, __Ю. Петров__, __Порфирий Афанасьев|П. Афанасьев__ тата ыттисен сӑввисене кӗвӗленӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Профессире ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫлӑ тапхӑр. Анчах ҫӑлтӑрсем асӑрхаттараҫҫӗ: ытлашши палӑрас е хӑвӑрӑнни ҫинче ҫине тӑрас тесе талпӑнсан, тен, плансем пурнӑҫланмӗҫ. Ахӗртнех, пурнӑҫ энергийӗ тӑрук чакнӑран коммерци операцийӗсем телешпе плансем, шанчӑксем тӳрре тухмӗҫ. Ку эрнере ӑнланманлӑхсем сиксе тухма, йӑнӑшсем пулма пултараҫҫӗ.

Чӳк, 23

1931
93
Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи