Ял ҫыннин ӗҫсӗр ларма вӑхӑт ҫук. Анкартинче пахча, витере выльӑх-чӗрлӗх, пӳртре ҫемье — ӗҫӗ туллиех. Ҫапах ялта ҫынсем пурнӑҫа ӗҫлесе кӑна ирттермеҫҫӗ. Юлашки ҫулсенче анлӑ сарӑлнӑ ял кунӗсенче юрӑ-кӗвӗ шӑрантарса, ташӑ ҫапса савӑнаҫҫӗ.
__Хӗрлӗ Чутай районӗн__ __Атнар ял тӑрӑхӗнче__ ҫулсерен ҫуллахи кунсенче Ял кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. __Иккӗмӗш Хурашаш __ялӗн ҫыннисен хӑйсен пуҫарӑвӗпе пысӑк, савӑнӑҫлӑ уяв кунне паллӑ тунӑ. Ку уяв нумай хӑнана, ял ҫыннисене илӗртнӗ.
Чи малтанах сӑмаха Антар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Кузнецов илнӗ. Вӑл пурне те уяв ячӗпе саламланӑ, телей, ӑнӑҫу, ҫирӗп сывлӑх суннӑ. Ял тӑрӑхӗн администрацийӗ вара Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫитнӗрӗн 70 ҫулӗ тӗлнелле ҫӗнӗ палӑксем хута ямалли ҫинчен калаҫнӑ. Ял ҫыннисем ку шухӑша ырланӑ, вара «нимелле» палӑксене туса лартмаллипе килӗшнӗ, ку ӗҫ валли ятарлӑ комисси тата яваплисене суйланӑ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх ялӑн чи ватӑ ҫыннине, нумай ҫул пӗрлӗ пурӑнакан мӑшӑра тата ялӑн обществӑлла пурнӑҫне хутшӑнакансене асӑнмаллӑх парнесемпе чысланӑ.
Хыҫҫӑн Иккӗмӗш Хурашаш ял ҫыннисемпе, хӑнисене «Ҫартмас» фольклор ансамблӗ тата Хӗрлӗ Чутайӑн культурӑпа кану центрӗн коллективӗ хӑйсен юрри-ташшипе савӑнтарнӑ.
__http://gov.cap.ru/photo.aspx?gov_id=398&id=14207|**Сӑнсем**__ (7)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |