Халӑхра чикансене ӗненме юраман каларӑш анлӑ сарӑлнӑ пулин те хӑйсен шӑпине те, пурлӑхне шанса пама хатӗр ҫынсем тупӑнаҫҫех. Чикансемпе ҫыхӑну тытнӑ хыҫҫӑн шанман пӑр ҫинче тӑрса юлнӑ ҫынсем полицине ҫул тытаҫҫӗ. Ҫакна вара тӗпер хут __Ҫӗрпӳ__ хулинче пулса иртнӗ пулӑм ҫирӗплетнӗ.
Тунтикун, утӑн 22-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ хулин полици уйрӑмне 52 ҫулхи хӗрарӑм килнӗ, ШӖМ ӗҫченӗсене унӑн укҫа-тенкине, ылтӑн капӑрлӑхсене вӑрланине пӗлтернӗ. Вӑрра — чикан хӗрарӑмне — хваттере хӑйӗх кӗртнӗ пулнӑ, ара лешӗ ӑна синкер сывлӑша тасатса кӑларап тесе шантарнӑ имӗш. Чикан вара ухмах пулман, хваттер хуҫин пуҫне минретнӗ хыҫҫӑн аллинчен 7 ылтӑн ҫӗрӗ хуса илнӗ тата 9 пин укҫа йӑкӑртнӑ. Пӗтӗмӗшле шырлӑх суммине 29 пинпе хаклаҫҫӗ.
Паянхи кун ҫак ӗҫ-пуҫпа тӗрӗслев ӗҫӗсене ирттереҫҫӗ, чикан ятне-шывне тӗпчесе пӗлесшӗн тӑрмашаҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |