__Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи__ Хыркасси ялӗ, иккен, шывсӑр, газсӑр, ҫулсӑр пурӑнать. Ытти ялсенче ҫӑл пур пулсан кусен вӑл та ҫук иккен — типсе ларнӑ. Шыв патне вара ҫырмана ҫӳреҫҫӗ. Хӗлле, ҫырмари шыв шӑнса ларсан, юр шывӗпе пурӑнаҫҫӗ имӗш. Ялти ҫапларах лару-тӑру пирки «Ирӗклӗ хаҫат» пӗлтерет.
Хӑшӗ-пӗри, тен, республикӑра газпа тивӗҫтермен ялсем ҫук тесе те шутлӗ пулӗ, анчах йӑнӑшӗ — Хыркасси ялне ҫак ырлӑх ҫитеймен пулас. Унсӑр пуҫне лавкка ҫук, яла хытӑ ҫул кӗмест.
__Аксарин ял тӑрӑхне__ кӗрекен яла 1930 ҫулсенче никӗсленӗ иккен, ун чухне кунта ҫӗр ытла ҫын пурӑннӑ. Вӑхӑт иртнӗҫем ял майӗпен юхӑна пуҫланӑ — 2002 ҫулхи ҫырав тӑрӑх ялта 16 ҫын ҫеҫ пурӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра кунта хӗл каҫма та ватӑ кинемейсем ҫеҫ юлаҫҫӗ — ыттисем хӑйсен килӗсемпе дача евӗр кӑна усӑ кураҫҫӗ иккен.
Хӑйсен пурнӑҫне лайӑхлатма тӳре-шара патне темиҫе хут та ҫыру ҫырнӑ пулин те лавӗ халь те ҫавӑнтах имӗш. Яла аталантарма укҫа ҫуккипе сӑлтавлаҫҫӗ пулать. Чӑваш Ен Элтеперӗ патне ҫырнинче те уссине курман имӗш — ун хыҫҫӑн тӳре-шара килсе кайнӑ, лару-тӑрупа паллашнӑ, анчах ял халӑхӗ пулӑшӑва кӗтсе илеймен иккен.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |