Пушӑрт Республикинчи __Суук-Чишма__ ялӗнчи историпе культура центрӗнче анатри чӑваш хӗрарӑмӗсен 19-мӗш ӗмӗрти тумӗн куравӗ уҫӑлнӑ. Вӑл ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Унта ытларах пуҫа тӑхӑнмаллисем — хушпупа тухья — вырӑн тупнӑ иккен. Аса илтеретпӗр, хушпӑва качча кайнӑ хӗрарӑмсем тӑхӑннӑ. Хӗрсем вара — тухья. Ҫавӑн пекех тӗрлӗ саппунпа паллама пулать. Кунсӑр пуҫне куравра тӑван халӑхӑмӑрӑн авалхи тумтирне тӑхӑнтартнӑ пуканесем йышлӑ-мӗн.
Курав валли ҫи-пуҫа асӑннӑ ялта пурӑнакан Арина Егорова, Матрена Павлова, Вера Константинова, Татьяна Захарова, Ольга Васильева илсе пырса панӑ иккен.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |