Ҫурла уйӑхӗ ҫывхарнӑ май __Улатӑр|улатӑрсем__ хӑйсен пысӑк уявне паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ, ара хулана хута янӑран 461 ҫул та ҫитет. Ҫак ятпа __Улатӑрта__ тӗрлӗрен мероприятийӗсем ирттерме палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне уява килнӗ хӑнасене автобус эксурсийӗ савӑнтарӗ. Ятарласа ҫӳрем валли транспорта Улатӑр автотранспортлӑ предприяти — ГУП «Чувашавтотранс» филиалӗ — уйӑрса парӗ.
Экскурси маршручӗ хулари историллӗ вырӑнӗсем тӑрӑх иртӗ. Хулана курма кӑмӑл тӑвакансен Ҫветтуй-Троици арҫынсен мӑнастирне, таврапӗлӳ музейне, ҫав кунхине ӗҫлекен куравсене кӗрсе тухма май пулӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче автобусем кӑсӑклӑ ҫӳреве хутшӑнма пур кӑмӑл тӑвакансене 10, 12 тата 14 сехетсенче хула администраци умӗнчи тӳремре кӗтеҫҫӗ. Билетне вара экскурси ирттернӗ кунне е хальтерех Улатӑрти автотранспорт предприятинче диспетчер пунктӗнче туянма пулать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |