__Шӑмӑршӑ районӗнче__ ял тӑрӑхӗсенчи социаллӑ пӗлтерӗшлӗ ҫуртсене епле тытса тӑнине, вӗсен тирпейлӗхне ятарлӑ тӗрӗслев ирттерсех пӑхса ҫаврӑннӑ. Район администрацийӗн сайтӗнче мероприяти пирки черетлӗ тесе палӑртнине шута илсен ку вӑл йӑлана кӗнӗ пулӑм евӗр пӗтӗмлетме май килет.
Комисси йышне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Валерий Фадеев хӑй ертсе пынӑ-мӗн. Тӳре-шараран тӑракан йыш __Карапай Шӑмӑршӑ__, __Чукал__ тата __Кивӗ Чукал__ ял тӑрӑхӗсене ҫитнӗ. Комисси шкулсене, ача-пӑча пахчисене, фельдшерпа акушер пункчӗсене, культура ҫурчӗсене кӗрсе ҫаврӑннӑ. Вӗсен территорийӗсене тасалӑхпа хӑтлӑх енчен хакланипе пӗрлех хӗле епле хатӗрленнине тӗрӗсленӗ.
__Карапай Шӑмӑршӑ ял тӑрӑхӗнче__ «Утмӑлтурат» ача пахчинче чӳречесене ылмаштарнӑ, картасене ҫӗнетнӗ, ача-пӑча лаптӑкӗсене хӑтлӑх кӗртнӗ. __Чукал ял тӑрӑхӗнчи__ шкул та ачасене йышӑнма хатӗр. __Кивӗ Чукалти__ шкулта вара юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Унта шыв та кӗртеҫҫӗ, канализаци те тӑваҫҫӗ. Сӑмах май, Кивӗ Чукал ял тӑрӑхӗнче «Бичурга–Баишево–Вырӑс Чукал» трасса енчен пырса кӗрекен ҫула юсаҫҫӗ.
__http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&type=news&id=2578174|**Сӑнсем**__ (39)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |