Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов тата унӑн ҫумӗ Татьяна Казакова __Хӗрлӗ Чутай районӗнчи__ культура учрежденийӗсенче пулнӑ. Чи малтанах вӗсем районти культурӑпа кану центрне ҫитсе курнӑ. Тепри вара — __Питеркасси__ ялӗнчи Культура ҫуртӗнче. 1977 ҫулта хута янӑскер ҫак ҫулсенче самай япӑхса кайнӑ-мӗн. Ҫавна май вӑл вунӑ ҫула яхӑн хупӑнса ларнӑ. Пӗлтӗр вара ӑна юсама шут тытнӑ. Тӗплӗн юсама республика тата муниципалитет хыснисенчен укҫа уйӑрнӑ та самай ӗҫ ирттернӗ.
Кайран министрпа ҫумӗ __Мӑн Этменти__ Культура ҫуртне ҫитнӗ. Кӑҫал ӑна ҫутӑ, сасӑ, видеопроекци тата ытти хатӗрпе тивӗҫтермелле иккен. Ҫавӑн пекех сцена ҫине тухмалли тумсем те уйӑрӗҫ. Ҫав мул валли тупрана вӑл республика хыснинчен тивӗҫнӗ. Ятарлӑ конкурс витӗр тухса. Халӗ унта юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ-мӗн.
__http://www.cap.ru/photo.aspx?gov_id=69&id=15523|**Сӑнсем**__ (30)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |