__Улатӑр районӗнче__ пурӑнакан хӑш-пӗр хӗрсен ҫемьеллӗ пулас кӑмӑлӗ ытла та вӑйлӑ пулнӑ-тӑр ҫав. ЗАГСра хӑвӑртрах ҫырӑнтарччӑр тесе вӗсем тухтӑр патне справка патне кайнӑ. Кун пек тӗслӗх пӗрре 2011 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче пулса иртнӗ, тепри — кӑҫалхи ака уйӑхӗнче. Качча кайма васкакан хӗрсене тав сӑмахӗлле кӑна ҫырса паман-ха вӑл справкӑна, укҫалла. Анчах вӗрен темле явӑнсан та вӗҫӗ пулатех тенӗ евӗр, гинеколог ҫапла хӑтланни кӗҫех ҫиеле тухать.
Халӗ суя справкӑсем ҫырса панӑ тухтӑра 25 пин тенкӗлӗх штрафлама тата сиплев ӗҫӗпе икӗ ҫул ӗҫлеме чарнӑ. Приговор хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-мӗн-ха.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |