Шкул вӑхӑтӗнче спортра ҫитӗнӳсем туни малашлӑхри пурнӑҫра та кирлӗ пулӗҫ. Сӑмахран, ху вӑй хуракан ӗҫ вырӑнӗн чысне хӳтӗлеме старта тухма май килӗ.
Ҫак кунсенче патшалӑх влаҫӗн органӗсенче тата вырӑнти управленийӗсенче вӑй хуракансен физкультура-спорт спартакиадӑн 12-мӗш сезонӗ пырать. Ҫуллахи тапхӑрӑн ӑмӑртӑвӗсем иртнӗ шӑматкун, утӑн 27-мӗшӗнче __Красноармейски районӗнче__ __Пшонкӑ__ ялӗ ҫывӑхӗнчи уҫӑ хирте иртнӗ.
Федераллӑ ведомствӑн ӗҫченӗсем, патшалӑх таврашӗнче тата муниципалитетра тӑрмашакансен комбинаци эстафетинче, вӗрен туртас вӑйӑсенче ӑмӑртнӑ. Унсӑр пуҫне мини-футболпа юлашки матча ирттернӗ, мини-гольфра чи маттурисене палӑртнӑ. «Ылтӑна» тивҫессишӗн ӑмӑртӑва сахалтан та 500 ҫын хутшӑннӑ, куракансен йышӗ те самаях пулнӑ.
Чӑваш Республикинчи Раҫҫейӗн ИӖМ тӗп управленийӗн пӗрлешӳллӗ ушкӑнӗ медалсене икӗ дисциплинӑра выляса илнӗ.
Кӗмӗл медалӗ инкекрен хӑтаракансем комбинаци эстафетинче тивӗҫнӗ. «Пӑхӑра» вара мини-футболта ҫӗнсе илнӗ.
__http://www.cap.ru/photo.aspx?gov_id=203&id=15590|**Сӑнсем**__ (11)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |