«Хуйхӑрсан та — юрӑпа, савӑнсан та — ташӑпа», — ҫак сӑмахсене ват кинемейсенчен пӗр хутчен мар илтнӗччӗ. Чӑвашсен мӗн авалтанпа юрӑ шӑрантарас, ташӑ ҫапас йӑла ҫирӗпленнӗ. Пирӗн, хальхи ӗмӗрен ҫыннисен вара ҫак халӑх юрӑ-ташшисене, йӑли-йӗркисене манӑҫмалла мар, мӗншӗн тесен вӗсем халӑх культурине палӑртаҫҫӗ.
Ҫак кунсенче «Истоки Цивиля» (чӑв. ~~«Ҫавал ҫӑлкуҫӗ»~~) регионсем хушшинчи туслӑх фестивалӗ Чӑваш Енри чи кӑсӑклӑ коллективсене пуҫтарнӑ. Фестивальӗн тӗп тӗллевӗ — халӑх йӑли-йӗркине чӗртсе тӑратасси тата юрӑ-ташӑ ушкӑнӗсем хушшинчи пултаруллӑх ҫыхӑнӑвне йӗркелесси. Иртнӗ кану кунӗсенче Ҫӗрпӳ районӗнчи __Виҫҫӗмӗш Вӑрманкасси__ ҫывӑхӗнчи улӑха __Сӗнтӗрвӑрри районӗ|Сӗнтӗрвӑрри__, __Ҫӗмӗрле районӗ|Ҫӗмӗрлӗ__, __Вӑрнар районӗ|Вӑрнар__, __Элӗк районӗ|Элӗк__ тата __Ҫӗрпӳ районӗ|Ҫӗрпӳ__ районӗсен фольклор ушкӑнӗсем пухӑннӑ.
Ку ҫулччен фестиваль икӗ хутчен __Ҫӗмӗрле районӗнчи__ __Тӑванкасси__ ялӗнче иртнӗ, ара унта __Мӑн Ҫавал__ юханшывӗ пуҫланать-ҫке. Кӑҫал вара фестивале Ҫӗрпӳ районӗнче ирттерме чӗрет ҫитнӗ.
Кӑҫал юрӑ-ташӑ уяв программи хӑйӗн пуянлӑхӗпе тата кӑсӑклӑхӗпе асра юлнӑ. Ку хутӗнче, сӑмахран, фестивальте юрӑпа ташӑ ушкӑнӗсем пӗрремӗш хут алла аллӑн тытса юрӑ карти йӗркеленӗ.
Тепӗр ҫул ҫак фестивале __Вӑрнар районӗнче__ иртермелле теҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |