Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Сиссе те юлаймарӑмӑр ҫуллахи вӑхӑтӑн икӗ уйӑхӗ шӑхӑрса та иртсе кайрӗ. Шкул ачисемпе студентсем ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ ҫывхарнипе туйма та пуҫларӗҫ пулӗ. Вӗсемсӗр пуҫне ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне шкул ҫулне ҫитмен шӑпӑрлансем те хатӗрленме тытӑннӑ.

Ҫитес кунсенче __Канаш|канашсемшӗн__ савӑнӑҫлӑ пулӑм пулса иртмелле. Машин тӑвакан урамӗнчи 24-мӗш ҫуртра ҫӗнӗ ача пахчи хӑйӗн алӑкне уҫать. Шкул ҫулне ҫитмен шӑпӑрлансем ҫӗнӗ учрежденире хӑйсене юмахри пек туйма пултарччӗр тесе ача пахчинче мӗн кӑна туса ирттермен-ши. Хӑтлӑ ҫутӑ пӳлӗмсем, спорт, юрӑ-кӗвӗ залӗ, бассейн, медицина блокӗ, апатланмалли блок пурри ача-пӑчасене кӑна мар, амӑшсене те савӑнтарӗ. Ача пахчи таврашӗнче 15 вылямалли тӳрем вырнаҫнӑ.

Паян ача ушкӑнӗсен пӳлӗмесенче кирлӗ сӗтел-пукансене, вылямалли хатӗрсене вырнаҫтарса ҫитереҫҫӗ. Унсӑр пуҫне ҫӗнӗ учрежденире ӗҫлекен кадрсене туллин ҫирӗплетнӗ.

Ҫурлан 1-мӗшӗнче ҫӗнӗ ача пахчи шӑпӑрлансене йышӑнма та тытӑнӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Йывăртарах вăхăт малалла пырать. Хирĕçес хăрушлăх пысăк пулни, ăнланманлăх таврари çынсемпе хутшăнăва пăсма пултарать. Ырăрах, чăтăмлăрах пулма тăрăшăр, ытти çынсене илтĕр. Сирĕншĕн ку çăмăлах пулмĕ, анчах лайăх кăтартусем пулĕç - вĕсем пуласлăхра палăрĕç.

Юпа, 06

1894
130
Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1977
47
Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1997
27
Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ