Ӗнер, утӑн 29-мӗшӗнче, __Етӗрне районӗнчи__ __Элешкушкӑнь__ ял ҫывӑхӗнче «Созвездие» нумай функциллӗ центр уҫӑлнӑ. Ку пулӑм районшӑн кӑна мар республикӑшӑн та пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Хӑтлӑ вырӑнта вырнаҫнӑ икӗ хутлӑ ҫуртра чи малтанах Хучаш пульници пулнӑ, хыҫҫӑн — «Ачаки» санатори, паян вара — «Созведие» НФЦ. Ҫӗнӗ уйлӑх Александр Семенович Портнов усламҫӑ укҫа хывнине пула ӗҫлесе кайнӑ. Вӑл тунӑ тӑкаксем кӑлаха пулман, ҫӗнӗ уйлӑх чӗрелсе те кайнӑ. Кану центрӗн малашлӑхри ҫитӗневӗсем ҫинчен «Созвезди» уйлӑхӑн тӗп директорӗ Михаил Николаевич Николаев та шанса калать.
Уйлӑха уҫнӑ ятпа пухӑннӑ ял ҫыннисемпе, хӑнасене Чӑваш Енӗн Минсывлӑхӗнчи амӑшсемне тата ачасене медицина пулӑшӑвне тивӗҫтермелли пайӗн ертӳҫи Нина Николаевна Емельянова, Чӑваш Республикин ача-пӑча прависене хӳтелеме тивӗҫнӗ Вячеслав Викторович Рафинов, Етӗрне районӗн администраци пуҫлӑхӗ тата ыттисем саламланӑ.
Ҫӗнӗ уйлӑх шӑпӑрлансене те кану кунӗсене тивӗҫлӗ ирттерме пулӑшӗ, аслисене те ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтерӗ. Уйлӑхӑн ӗҫӗ лайӑх пырасса, хӑӗн ӗҫне тивӗҫлӗ тӑвасса эпир те шанса тӑратпӑр.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |