Халӗ ӗлӗкхи пек: «Ҫын мӗн калӗ?» — теме пӑрахса пыратпӑр та, тен, ҫавӑнпах ҫемьесем те час-часах арканаҫҫӗ. Ӗлкӗрех килти ҫӳп-ҫапа урама кӑларас мар тесе темле пулсан та ҫынсем чӑтнӑ, пӗр пӗрлешнӗ япалана пурӑнсах ирттерме тӑрӑшнӑ. Халӗ, ав, пӗрлешекенсем уйрӑлакансен сахалтарах пулсан хавасланса пӗлтеретпӗр.
__Куславкка районӗнчи__ ЗАГС пайӗнче кӑҫалхи ҫу, ҫӗртме тата утӑ уйӑхӗсенче 51 мӑшӑр пӗрлешме заявлени панӑ, 34 мӑшӑр пӗр тӗвве чӑмӑртаннӑ. «Ыттисене чарнӑ-им?» — тесе тӗлӗнмелле мар. Заявлени панӑ ҫырӑнтариччен хыҫҫӑн пӗр уйӑх кӗттереҫҫӗ-ҫке. Апла тӑк, мӑшӑрланас шухӑша ҫак уйӑхра тытнисен асӑннӑ тапхӑр ҫитеймен-ҫке... Пӗлтӗрхи ҫу-утӑ уйӑхӗсенче вара 49 мӑшӑр пӗрлешме заявлени панӑ, 32 мӑшӑр ҫемье ҫавӑрнӑ.
Сӑмах май, унччен уйрӑлнисем тепре мӑшӑрланма шут тытнисем маларах асӑннӑ кӑҫалхи тапхӑрта 15 ҫын пулнӑ. Хӗрарӑмсенчен ытларахӑшӗ 18–24 ҫулсенче качча каяҫҫӗ иккен, арҫынсем вара 25–34 ҫулта авланаҫҫӗ. Ку вӑл — Куславккари ЗАГС специалисчӗсем кӑҫалхи ҫу-утӑ уйӑхӗсенчи лару-тӑрӑва тишкернӗ тӑрӑх.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |