Кашни ҫулах ҫуллахи кунсенче ял халӑхӗ хаваспах Ял уявне паллӑ тума пуҫтарӑнать. Шӑматкун, утӑн 27-мӗшӗнче вара Ял кунне __Етӗрне районӗнчи__ __Анат Явӑш__ ялӗ уявланӑ. Уява Мӑн Явӑшсем кӑна мар, кӳршӗ ялӑн ҫыннисем те, чӗннӗ хӑнасем те пуҫтарӑннӑ. Ҫирӗпленнӗ йӑла тӑрӑх уява чи малтанах Мӑн Явӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Т.С. Леонтьева уҫнӑ. Хыҫҫӑн ял ҫыннисене саламлама сӑмаха __Етӗрне районӗн__ администраци пуҫлӑхӗ В.Н. Кузьмин тата район администрацийӗн социаллӑ политика пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ А. Г. Иванова илнӗ.
Уява пуҫтарӑннӑ халӑха К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театӑрӑн артисчӗ Григорий Федоров хӑйӗн кӑсӑклӑ концерт программипе илӗртнӗ. Унсӑр пуҫне куракансене сцена ҫине тухнӑ вырӑнти фольклор коллективӗ «Выла», __Хӗрлӗ Чутай районӗн__ __Кивӗ Атикасси__ ял тӑрӑхӗнчи фольклор ансамблӗ «Шупуҫ» хӑйсен юрӑ-ташшипе савӑнтарнӑ. Яланхилле уяв иртнӗ тӳремре суту-илӳ ӗҫне ирттернӗ, ача-пӑчасем валли аттракционсем ӗҫленӗ.
Хӑйсен вӑй-хӑватне ял халӑхӗ спорт ӑмӑртӑвӗсенче тӗрӗсленӗ. Шӑпӑрлансем те асфальт ҫулӗ ҫине ӳкерессипе пӗр-пӗринпе ӑмӑртнӑ. Уяв пӗтемӗшлӗ савӑнӑҫлӑ та тухӑҫлӑ иртнӗ. Ял кунне ташӑ дискотеки вӗҫленӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |