Пенза хулинче иртекен Раҫҫейри вӗренекенсен VI ҫуллахи спартакиади ҫинчен __/news/3540.html|эпир маларах хыпарланӑччӗ__. Спартакиадӑн юлашки тапхӑрӗнче вара пирӗн ҫӑмӑл атлетика спортсменӗсем пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ.
Марина Сизова (тренерӗ — С.В. Смирнова) 100 метр тӑршӗ чупура — 11.98 секунд кӑтартупа ылтӑн медаль ҫӗнсе илнисӗр пуҫне, хӑйӗн ӑмӑртури кӑтартупа республикӑра ҫӗнӗ рекорд лартнӑ.
Пысӑк кӑтартусене 200 метр тӑршшӗ чупура Кристина Перова (тренерӗ — Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ А.Т. Егорова) та тунӑ. Вӑл дистанцийӗ 24.80 секунд кӑтартупа вӗҫлесе виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ. 1 500 метр дистанцире япӑх мар кӑтартусене Алевтина Арбузова (тренерӗ — И.И. Углев) тунӑ, ун кӑтартӑвӗ — 4:31.89 — кӗмӗл медаль ҫӗнсе илме май панӑ. Тата тепӗр пирӗн ентеш Клавдия Афанасьева (тренерӗсем — Н.А. Захаровпа Г.И. Архипова) «кӗмӗле» тивӗҫнӗ.
Ентешсен спортри ҫитӗнӗвесене сӑнаса пынӑ майӑн чун чӑнах та хӗпертет. Пирӗн спортсменкӑсене малашлӑхра та ҫӗнтерӳ картлашкинче яланах тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнса тӑма сунас килет.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |