__Муркашри__ район судӗнче иртекен лару пирки эпир пӗлтерсех тӑратпӑр. Ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче пуҫланнӑскер паянхи кун та пырать-ха — унта __Илле Иванов__ журналиста «Покажи мне твой язык, и я скажу — кто ты» статьяна ҫырнӑшӑн айӑплаҫҫӗ.
Ӗнер, утӑн 29-мӗшӗнче, судӑн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ, унта хальхинче Белов хушаматлӑ кунтелее чӗнсе илнӗ иккен. «Тӳре умне тухсан Белов И.К. айӑплав материалне кӗртнӗ сӑмахӗсене хӑйӗн мар тесе ҫирӗплетрӗ», — пӗлтерет Николай Столбов ваккат. Кунтелей каласа панӑ тӑрӑх вӑл ҫак ӗҫ йӗрлевҫипе пӗрре ҫеҫ тӗл пулнӑ имӗш — пӗррехинче пӗр лавккара «Сӗтев» хаҫат купаланса выртнӑ тӗлте ҫеҫ калаҫу пулса иртнӗ. Йӗрлевҫӗ иккен унран ҫак хаҫата вуланипе кӑсӑкланнӑ. Вулани пирки пӗлтернӗ хыҫҫӑн йӗрлевҫӗ урӑх нимӗн те ыйтман иккен, калаҫу ҫакӑнпа вӗҫленнӗ пулать. Суд материалӗнче тӑракан хӑйӗн алӑ пуснине те Белов суя тесе шутлать.
Тепӗр лару ыран, утӑн 31-мӗшӗнче иртмелле.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |