Этем эрех сиенлӗхӗ ҫинчен пӗлсех тӑрать пулин те ӗҫес йӑлана нимле те пӑрахӑҫлаймасть. Виҫине пӗлмесӗр лӑнкӑртаттарса пыра янӑ «усал» шӗвӗк ҫын ӑс-тӑнне минретет, тискер ӗҫе сахал мар тума хӗтӗртсе тӑрать. __Шупашкарта__ пулса иртнӗ ӗҫ-пуҫ ҫакна тепӗр хут ҫирӗплетет.
__Мускав районӗн__ сучӗ 30 ҫулхи хула ҫыннине «ятарласа шут тытмасӑр сывлӑха хавшатса хӗрарӑм пурнӑҫне татнӑшӑн» статьяпа «айӑплӑ» тесе йышӑннӑ.
Йӗрлев тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче хайхи арҫын ӳсӗр килнӗ, амӑшӗ ӑна ҫакӑншӑн ятлама тытӑннӑ. Ку вара ывӑлне килӗшмен, вӑл амӑшне хирӗҫ тӑнӑ: сӑмахпа кӑна мар, «чышкӑласса» та тӑна кӗртме тытӑннӑ. Тапкӑ-ҫупкӑ ҫитерни ват ҫын пурнӑҫне татнӑ та.
Суд йышӑннӑ тӑрӑх арҫынна ку ӗҫ-пуҫшӑн 9 ҫуллӑх ҫирӗп режимлӑ колоние ямалла тунӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |