__Шупашкар__ хулинчи Деменьтев урамӗнче 18-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗ таврашӗнче хӑйне евӗрле пӗчӗк «аквапарк» ӑсталаннӑ. Ҫумӑр ҫунӑ хыҫҫӑн ача-пӑча площадкинче пысӑк, тарӑн кӳлленчӗк пулса тӑрать. Ҫав хушӑрах ӑмӑр кунсенче ланкашка хӑйӗн тарӑнӑшне ҫухатмасть, ӳссе тӑрать ҫеҫ.
Шӑпӑрлансене ку вара пачах та кулянтармасть, вӗсем хаваспах ача-пӑчасем валли ятарлӑ ӑсталанӑ сӑрт ҫинчен шывалла шуса анаҫҫӗ, унта кӑвакалсем пек чӑпӑлтатаҫҫӗ. Ҫав-ҫавах ку кӳлленчӗке кӗме именсе тӑракансем те пур. Ҫавӑнпа та ҫутҫанталӑк ӑсталанӑ «аквапарк» пурин кӑмӑлне те каймасть ҫав.
Ҫумӑр паян та япӑхах мар ҫурӗ апла тӑк «мини-аквапаркра» шыв татах та тулӗ-ха, хӳхмӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |