Ҫыхӑнусӑр каланӑн туйӑнать-тӗр ку йӗркесене вуласан. Чӑннипех ҫапла. Ӗҫӗ-пуҫӗ акӑ мӗнпе ҫыхӑннӑ. Мускаври йӗрке хуралҫисем ҫул ҫитмен хӗре Дагестан ҫынни пусмӑрланӑ тесе шухӑшланипе хайхине тытса чарас тенӗ, вӑл ӗҫленӗ ҫӗре — Матвеевски пасара — пырса кӗнӗ. Арҫынна майлӑ пулса юлташӗсемпе тӑванӗсем сиксе ӳкнӗ. Пӗр полицейские вӗсем амантмаллипех амантнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Мускав полицейскийӗ пасарти мигрантсене тӗрӗсленӗ те саккунлӑ мар майпа ӗҫлесе пурӑнакансем сахал маррине асӑрханӑ.
__Шупашкар__ полицейскийӗсем те тӗп хулари мигрантсене тӗрӗслеме шут тытнӑ. Ара, пӗлсе пӗтер — регистрациленмесӗр-мӗнсӗр пурӑнакансем те, ятарлӑ ирӗк илмесӗрех кунта килнисем те пур-тӑр... Иртнӗ уйӑхра кӑна, ав, миграци саккунне пӑснӑ ют ҫӗршыв ҫыннисене 15-не тытса чарнӑ иккен. Вӗсем Таджикистанран, Узбекистанран, Арменинчен, Грузинчен тата Испанирен килнӗскерсем иккен.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |