Хуласенче куллен тенӗ пек капмар ҫуртсем ӳссе лараҫҫӗ — тӗрлӗ администраци е офис ҫурчӗсем, пурӑнмалли пӳртсем тата ытти тӗслисем те. Шел те, пӗр-пӗр ҫурт-йӗре хута янипе пӗрлех ача-пӑча вылямалли лаптӑк валли те выран уйӑрасси пирки ҫурт тӑвакансем хӑш чухне манаҫҫӗ.
__Вӑрнар__ посёлокӑн Хӗвелтухӑҫ микрорайонӗнче ачасем вылямали ҫӗнӗ лаптӑк уҫӑлнӑ. Ҫакӑ ашшӗ-амӑшӗсемпе ачасене савӑнтарнӑ — ара ӑна уҫасса вӗсем тахҫанах чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ. Ҫӗнӗ ача-пӑча картишӗ Чернышевский урамӗнче вырнаҫнӑ — кунта чуччу, карусель, ача-пӑчасем валли ӑсталанӑ сӑрт пур.
Ача-пӑча вылямалли лаптӑка тума пурӗ 348 пин тенкӗ тӑкакланӑ, ӗҫе «УМК Строй» ТМЯО (Екатеринбург) пурнӑҫланӑ. Кӑҫал хута янисене шута илсен Вӑрнар хулинче ку картиш виҫҫӗмӗш пулать — тепӗр икӗ лаптӑка ҫу уйӑхӗнче «Август» АХО фирма парнеленӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |