«Инкекпе синкек хушши пӗр утӑм анчах», — халӑхра ҫак каларӑш ахальтен мар ҫӳрет. Пӗр чарсӑр ҫынна ӳпкелеме тытӑнсан ват кинемей инкек тухасси ҫинчен мар шутланӑ ӗнтӗ. Йӗркипе каласа парар-ха.
Акан 10-мӗшӗнче, вӑхӑт ҫурҫӗрелле шунӑ чухне __Улатӑр районӗнчи__ Иваньково-Ленино ялӗнче 31 ҫулхи арҫын тип ҫу ыйтма хӑй паллакан 73 ҫулхи ват ҫын патне уттарнӑ. Хӑй вара унччен самай «хӗренкеленнӗ». Кинемей арҫына ҫупа тивӗҫтерме хирӗҫ пулман, анчах та каҫхи хӑнана вӑл ниҫта ӗҫлеменнишӗн, стакан тип ҫу туянма та укҫа ӗҫлесе илме пултарманнишӗн ӳпкелеме тытӑннӑ.
Сыпкаланӑ арҫынна ват ҫын сӑмахӗсем кӑмала кайман пулас. Вӑл хӑйӗнпе пӗрле ялан чиксе ҫӳренӗ ҫӗҫҫе илнӗ те карчӑка сахалтан та 22 хутччен мӑйран, кӑкӑртан чышнӑ. Ват ҫынна нумай кирлӗ мар — вӑл ҫавӑнтах вилсе выртнӑ.
Ҫак тискер ӗҫ-пуҫшӑн вӗлерекене суд йышӑнӑвӗпе 10 ҫуллӑх тата хушма 1 ҫуллӑх ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатмалла тунӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |