«Малтан ятшӑн ӗҫлемелле, унтан ят саншӑн ӗҫлӗ», — тесе тахҫан пӗри калани аса килчӗ. Ку каларӑш ят-сумшӑн ҫунакан ҫынна ҫывӑхрахӑн туйӑнать. Анчах хисеплӗ ята, сума ӗҫпе кӑна ҫӗнсе илме пулать-тӗр. Тепӗр ҫынсем пирки нумай каласа кӑтартма кирлӗ те мар — ятне кала та уйӑрса илеҫҫӗ. Шӑпах ҫавӑн пек ҫынсенчен пӗрин шутне Максим Михайлова кӗртмелле. Максим Дормидонтович — СССР халӑх артисчӗ. __Вӑрнар районӗнчи__ __Кульцав__ ялӗн хӑвачӗпе тӗрек илсе ӳснӗ вӑл. Ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче вӑл, баспа юрланӑ опера артисчӗ, ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитет.
Ентешӗсем тата Чӑваш Республики сумлӑ ҫыннӑн ятне асра тытать. Паллӑ куна халалласа епле мероприятисем ирттерессине унчченех палӑртса хунӑ, вӗҫӗмех йӗркелеҫҫӗ. Ҫавсен шутне ача-пӑча викторинисенчен пуҫласа __Шупашкарта__ ҫурла уйӑхӗн 20-25-мӗшӗсенче иртекен Ҫамрӑк опера юрӑҫисен халӑхсем хушшинчи III конкурсӗ таранах кӗртмелле. Вӑрнар районӗнчи Кульцав ялӗнче вара ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче уяв каҫне пухӑнӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |