Кӑҫалхи пӗрремӗш ҫурҫулта Чӑваш Енӗн тулаш суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗ пӗлтӗрхи асӑннӑ тапхӑртинчен 8,8 процент чакнӑ-мӗн. Тавар ҫаврӑнӑша долларпа илсе кӑтартнӑ та, пӗтӗмпе вӑл 210,47 миллион долларпа танлашнӑ-мӗн.
Суту-илӳ балансне илсен, ют ҫӗршывран пирӗн пата килекен тавар калӑпӑшӗ кунтан каяканнинчен 79,69 миллион долларлӑх нумай иккен. Ҫапах та ют ҫӗршыва каякан продукци калӑпӑшӗ 6,4 процент ӳснине, импорт вара 14,3 процент сахалланнине палӑртмалла. Тулаш суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗнче экспорт 31 процент йышӑнать, ыттине — импорт.
Пирӗн республикӑна продукцин ытларах пайӗ Китайран (37%), Италирен (10%), Германирен (9,7%), Бельгинчен (6,2%), Украинӑран (5,6%) килет иккен. Чӑваш Енри предприятисем вара чылай чухне Украинӑна (46,5%), Словакине (7,6%), Молдавине (5,4%), Швейцарине (5%), Венесуэлӑна (3,7%) ӑсатаҫҫӗ.
Халӗ вара мӗн сутса туяннине тишкерер. Урӑх ҫӗре ӑсатаканни шутӗнче хими промышленноҫӗн таварӗ 70 процента яхӑн йышӑнать, 24,8% — машин тумалли пайсем. Маларах каланин калӑпӑшӗ кӑҫал пӗлтӗрхи ҫурҫулхинчен 51 процент таран нумайланнӑ иккен. Сӑмах май, пирӗн пата та хими продукцийӗ самай килет. Ҫав енӗпе пӗтӗмӗшле тавар ҫаврӑнӑшӗнче вӑл 52,3 процент йышӑнать. 32,7 проценчӗ — машина, оборудовани тата транспорт илсе килессин тӳпи иккен, 8,9 проценчӗ — тимӗр-тӑмӑрпа унӑн продукцийӗ.
Ют ҫӗршыва хӑйсен продукцине ӑстакансен шутӗнче — «Август» фирма, «Химпром», «Промтрактор» акционерсен уҫӑ обществисем, «Дюпон Химпром» акционерсен хупӑ обществине тата Шупашкарти агрегат завочӗ. Ҫавсенчен виҫҫӗшӗ: «Август», «Химпром», «Дюпон Химпром» — тавара чикӗ леш енчен илсе килекеннисен шутӗнче те пур. Ку списокра ҫавӑн пекех «Элинокс» тата «Акконд» обществӑсем.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |