Эрнекун пирӗн ҫӗршывра десантҫӑсем хӑйсен уявне паллӑ тунӑ. Ҫак уяв хуласенче тӗрлӗрен иртет — пӗрисем фонтанта шыва кӗреҫҫӗ, теприсем Атӑлпа ҫырлахаҫҫӗ. Хӑйсене эрех-сӑра тӗлӗшӗнчен чарманнине пула десантҫӑсене йӗрке хуралҫисем тытса кайни те тӗл пулать. Шупашкартах, ав, эрнекун унашкал 15 ҫынна хупса лартнӑ. Пӗтӗмлетсе каласан сывлӑш ҫарӗн салтакӗсем ҫак куна ҫуталӑк хушши асӑнмалӑх питӗ кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ.
Ялтисем те хуларисенни пекех уява паллӑ тумасӑр хӑвармаҫҫӗ. Фонтан таврашӗ ҫукран пулӗ вӗсен канӑвӗ культурӑллӑрах иртет. Ак, __Тӑвай районӗнчи__ __Енӗш Нӑрваш__ ялнех илес. Пӗвесӗр мар ӗнтӗ ҫак тӑрӑх, кирлӗ пулсан фонтан вырӑнне ӑна та усӑ курма пулать пуль. Владимир Владимиров вара, иртнӗ ҫулсенче сывлӑш ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑскер, ҫак кун ялти музейпе паллашнӑ иккен.
Енӗш Нӑрвашри историпе мемориал музейӗнче хӑнана Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсене халалланӑ кӗтес кӑсӑклантарнӑ — чылай вӑхӑт хушши вӑл унта сӑнӳкерчӗксемпе, хутсемпе тата ытти тӗрлӗ экспонатсемпе паллашнӑ. Музей ертӳҫине те тав тунӑ — ара кун чухлӗ материала пухма, вӗсене типтерлӗ упраса тӑма самай вӑхӑт кирлӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |