__Шупашкар__ хулинче пурӑнакан 23 ҫулти пӗр ашшӗ тӑван тӗпренчӗкӗ умӗнче парӑма кӗрсе кайнӑ. Нумай та мар, сахал та мар — 44 пин тенке яхӑн.
Парӑмлӑскере суд приставӗсем чикӗ леш енне кайма чарас тенӗ. Чунӗ сиснӗ тейӗнех вӗсен. Кӗҫех ҫамрӑк ашшӗн инҫе ҫула тухас шухӑш ҫуралнӑ. Анчах парӑм пур та — ҫул та хупӑ. Инҫе ҫӗре каяс кӑмӑлӗ пысӑк пулнӑ-тӑр ҫав ун — алимент парӑмне тӳлеме амӑшне янӑ. Тен, кам пӗлет, асли хӑй пынӑ пуль. Ара, аннемӗрсемшӗн эпир яланах ача мар-и? Алимента тӳлеме арҫыннӑн амӑшӗ хӑй пынӑ. Тӗп парӑма татнисӗр пуҫне унӑн суд приставӗсем ӗҫ тунишӗн илекен тӳлеве те татма тивнӗ. Унӑн виҫи 7 процентпа танлашать. Ҫапла вара кӗсьене 3 пине яхӑн ҫӳхетме лекнӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |