Кӑҫалхи ҫур ҫулта учительсен уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫи 22 пин тенке ларнӑ. Пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен ку вӑл 40 процента яхӑн пысӑкрах-мӗн. Ача пахчисенчи воспитательсен те кӳренме сӑлтав ҫук — вӗсем халӗ вӑтамран 17 пин тенкӗ илеҫҫӗ. Сӑмах май, вӗсене 63,5 процент ӳстерсе панӑ. Ачасене хушма пӗлӳ паракан педагогсен шалӑвӗ пӗлтӗрхи ҫур ҫулхинчен 57,4 процент ӳссе 16,5 пин тенке ҫитнӗ. Культура тата социаллӑ учрежденисенче тӑрӑшакансене уйӑхсерен вӑтамран 11–10 пиншер тенкӗ тӳленӗ-мӗн. Тухтӑрсем те ӳлӗмрен укҫа пӗчӗк тесе тарӑхма пӑрахасса шанас килет. Кӑҫалхи кӑрлач–ҫӗртме уйӑхӗсенче врачсен вӑл вӑтамран 27 пин тенкӗ ларнӑ, медицина сестрисен — 15,5 пин тенкӗ ытларах, санитаркӑсен 9 пин тенкӗрен иртнӗ. Врач тенӗрен, т.п врачсен 87 пин тенке ларни те пур иккен. Пӗр муниципалитетри тӗп тухтӑрӑн ача ҫуратма каяс умӗнхи отпуск 150 пин тенкӗ тухнӑ-мӗн.
Ҫапах та пур ҫӗрте те шалу пӗр пек лармасть иккен. Пӗр енчен, вӑтам тенине тӗп тухтӑр та, ансӑр специализациллӗ врач та кӗни паллӑ ӗнтӗ. Е тата ҫакна палӑртмалла. Пӗр ӗҫе пурнӑҫлакансен шалӑвех тӗрлӗ муниципалитетра расна-мӗн. Акӑ, шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсене илсен, __Элӗк районӗнче__ педагогра тӑрӑшнине нимӗн те ҫитмест темелле. Унта вӗсене уйрӑмах аван тӳленӗ. __Йӗпреҫре__ вара — чи сахалли.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |