Ҫулла ҫуна, хӗлле урапа хатӗрлеме хушнӑ ваттисем. Патне ҫитсен хускалса кайсан тем туса ӗлкӗрмелле… Чӑваш Ен Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__ ертсе пынипе ирттернӗ ҫак кунсенчи канашлусенчен пӗринче ҫӳлерех асӑннӑ шухӑша тӗпе хурса калаҫнӑ та.
Коммуналлӑ хуҫалӑх отрасльне хӗле хатӗрлес ыйтӑва сӳтсе явнӑ та унта. Юсамаллине юсаса ҫитерсен те чӑрмав пуласран хӑрамалла. Ара, газшӑн, ҫутӑшӑн, коммуналлӑ хуҫалӑхпа ҫыхӑннӑ тата ытти тӑкака вӑхӑтра тӳлесе татмасан ҫав пулӑшӑва кӳрекенсем ним те мар кутӑнлашма пултараҫҫӗ. Ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне парӑм виҫине муниципалитетсем 27 процент чакарнӑ. Кун пирки строительство министрӗ Олег Марков асӑнса хӑварнӑ. Виҫӗ муниципалитет (канашлу пирки хыпарланинче вӗсене ятран асӑнман та, хӑшӗсем иккенне пӗлейместпӗр) парӑм тавраш пухман-мӗн. Ҫав вӑхӑтрах __Ҫӗмӗрле__ хулин тӳлемелли аванах пуҫтарӑннине каланӑ. Парӑмлӑ управляющи компанисене те асӑнса хӑварнӑ. Кунта 318,5 миллион тенкӗ таран пухса янӑ «Новэк», 57,3 миллионлӑ «Реал-Люкс», 37,9 миллионлӑ «Ниди» компанисене кӗртнӗ. «Коммуналлӑ технологисем» обществӑн парӑм чакма мар, чӗрӗк пай ытларах хушӑнса кайнӑ иккен — 454 миллиона ҫитнӗ.
Канашлура яваплисен лару-тӑрӑва ҫирӗп сӑнаса тӑмаллине палӑртнӑ.
__http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&type=main&id=2582448|**Сӑнсем**__ (19)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |