Ача ҫураттарассипе Чӑваш Енре Европӑри аталаннӑ ҫӗршывсенчен кая мар пулӑшу кӳреҫҫӗ. Кунти тухтӑрсене хӑпартланма май паракан ку сӑмаха Раҫҫейӗн Сывлӑх сыхлав министерствин Ачасене медицина пулӑшӑвӗ парассипе тата ача ҫуратма пулӑшассипе тимлекен департамент директорӗ Елена Байбарина «Новости» информагенствӑна панӑ интервьюра каланӑ иккен.
Унта сӑмах ача-пӑчана тухтӑрсем пулӑшу кӳрес ӗҫ епле пыни пирки калаҫнӑ-мӗн. Департамент директорӗ регионсенче пепкелӗх центрӗсене 22 уҫни пирки асӑнса хӑварнӑ. Питӗрте вара федераци шайӗнчи ҫавӑн пек пульница ӗҫлет иккен. Килес ҫул ун йышшине тепре Мускавра хута ямалла.
Центрсен ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ май Байбарина хайхисем хӑйсене лайӑх енчен кӑтартнине палӑртнӑ. Ун йышшисем пур регионсенче тин ҫеҫ ҫуралнисем тата амӑшӗсем вилесси сахал иккен. «Ыйтӑва пепкелӗх центрӗ хӑй кӑна татса парамасть. Унӑн ача ҫуратма пулӑшакан лайӑх учреждени пек ӗҫлемелле ҫеҫ мар, йывӑр хӗрарӑмсене, ҫуратнисене тата ҫуралнисене регионӗпех пулӑшмалла», — тенӗ вӑл. Енчен те вӗсем пулӑшу кӳрессине пӗрлештерсе тӑраҫҫӗ тӗк кӑтарту та лайӑхрах пулассине палӑртнӑ май департамент директорӗ: «Европӑри аталаннӑ ҫӗршывсенчен кая мар регионсем халех пур. Кунта Питӗре, Пенза, Киров тата Улатимӗр облаҫӗсене, Чӑваш Ене тата ыттисене палӑртмалла», — тенӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |