__Шупашкар хула кунӗ__ ҫитесси нумай та юлмарӗ ӗнтӗ — эрне ытларах кӑна. Ҫавна пулах ӗнтӗ уява халь хӗрсе кайсах хатӗрленеҫҫӗ.
__Шупашкар__ хули кӑвакалсен кӳлеписемпе тулса ларӗ иккен. Стеклопластикран ӑсталанӑскерсем пысӑках мар, 140х140 см кӑна. Йывӑрӑшӗпе те сахал — 20 кило ҫех. Ҫавах та ҫирӗп тӑтӑр тесе ӑна тимӗр постамент ҫине вырнаҫтарӗҫ.
Уява хатӗрлекен комитета ку шухӑшпа пӗри пынӑ иккен, тӳре-шара вара унпа килӗшнӗ. Ара, кӑвакалсем хула гербӗнче те пур-ҫке. Ҫапла май малтан йывӑҫран кӳлепине касса ӑсталанӑ, кайран вара ун ӗлкипе усӑ курса ҫак кӑвакалсене хатӗрленӗ.
Ҫак кунсенче стекластикран ӑсталанӑ пӗр кӑвакала хулана илсе ҫитернӗ иккен — вырӑна вырнаҫтарсан вӑл епле курӑннине тӗрӗсленӗ пулать. Хула кунӗччен вара 10 кӑвакал ҫитмелле. Халӑх кӑмӑлне ҫӗклемешкӗн вӗсене уявӑн ҫутӑ тӗсӗсемпе сӑрласа лартӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |