Паянхи кунсенче «чӑвашлӑх» проблеми ҫивӗччӗн тӑрать пуль, «эпӗ чӑваш» теме имменсе тӑракансен йышӗ те ӳсет пуль, чӑваш халӑх культурипе кӑсӑкланакансем те пуль сахал, ҫапах пӗтӗмӗшлӗ ӳкерчӗк ҫав тери синкерлех мар-ха. Чӑваш наци пуласлӑхӗшӗн пӑшӑрханаканнисем пулсан «чӑвашлӑх» тени упранса пурӑнӗ.
К.В. Иванов ҫырнӑ «Нарспи» поэма ҫинчен республикӑра пӗлмен ҫын та ҫук пуль. Хулари ҫамрӑксем те Нарспи хӗрен йывӑр шӑпи ҫинчен лайӑхах пӗлеҫҫӗ. Ӗмӗр каялла ҫырнӑ хайлав паянхи кунсенче те хӑйӗн кӑткӑслӑхне ҫухатман. Чӑвашсем кӑна мар ытти региосенче те «Нарспие» юратсах вулаҫҫӗ.
Вилемсӗр поэмӑна ют чӗлхесем ҫине малтан та куҫарнӑ, анчах ку таранчен пӗр хуплашка айӗнче темиҫе чӗлхепе куҫарнӑ «Нарспи» пичетленмен. Паян вара чӑваш культури ҫине ал сулманнисем чӑннипех те пысӑк ӗҫ пурнӑҫланӑ. Чӑваш Республикин халӑх поэчӗ __Валери Туркай__ пуҫарӑвӗпе «Нарспи» поэма пӗр кӗнекере тӳрех 7 чӗлхепе тухнӑ (Шупашкар, 2013). Республика вулавӗшӗсемшӗн, чӑваш литературине кӑмӑллакансемшӗн, К.В.Иванов пултаруллӑхӗпе кӑсӑкланнисемшӗн ку чӑннипех те пысӑк парне.
Ҫакна та палӑртмалла, Валери Туркай пуҫараканӗ кӑна мар, ҫак кӗнекен хайлаканӗ те редакторӗ те пулнӑ. «Нарспие» Чӑваш Республикинчи Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ обществӑлла ыркӑмӑллӑх фончӗн пулӑшӗвӗпе пичетлесе кӑларнӑ.
Хӑйне евӗрлӗ кӑларӑма 6 куҫару кӗртнӗ: вырӑсла (Б.Иринина), тутарла (Ш. Муддариса), пушкӑртла (Р. Кали — Мустай Карим хутшӑнӑвӗпе), украинла (Я. Шпорта), пӑлхарла (Н. Марангозова), венгрла (А. Беде — А. Рона-Таш хутшӑнӑвӗпе).
Вулакансене кӗнекен хуплашки те кӑсӑклантарӗ, ун авторӗ Чӑваш Республики ӳкеревҫи __Владимир Агеев__ (ӳкерчӗк ячӗ — «Нарспипе Сетнер» (1973)). Кӑларӑма вара филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗн, литература тӗпчевҫин, публицистӑн __Атнер Хусанкайӑн__ «Нарспи ҫутти» (выр. «Свет Нарспи») кӑсӑклӑ статьи вӗҫлет.
«Нарспи» поэмӑна 7 чӗлхепе кӑларнӑ ҫӗнӗ кӗнекепе Наци вулавӗшӗнче паллашма пулать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |