«Сывлӑх енчен хавшани — пурнӑҫ вӗҫӗ», — каларӑш тӗресех маррине республика спортсменӗсем хӑйсен тӗслӗхӗпе яланах ҫирӗплетме хатӗр. Ӗнер те, ҫурлан 6-мӗшӗнче сусӑрсем ҫӑмӑл атлетикӑпа тата шывра ишессипе Раҫҫейӗн юниорла пӗрлешӳллӗ ушкӑнӗн йышӗнче колясочниксен тата чӑлахсен халӑхсем хушшинчи спорт федерацийийӗн пӗтӗм тӗнчери юниорла вӑййисене (IWAS) хутшӑнма Пуэрто-Рико ҫӗршывне ҫул тытнӑ.
Ҫӑмӑл атлетикӑпа Раҫҫейӗн пӗрлешӳллӗ ушкӑнне пирӗн ентеш те — __Ҫӗнӗ Шупашкарти__ ачасемпе ҫамрӑксен 2-мӗш спорт шкулӗн вӗренекенӗ Константин Репин (тренерӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ Андрей Михалов) та кӗнӗ.
Константин ахаль лекмен ҫак ушкӑна. __Шупашкарта__ ҫӗртме уйӑхӗнче чӑлахсем хушшинче ҫӑмӑл атлетикӑпа чемпионат тата Раҫҫей первенстви иртнӗ. Ҫак ӑмӑртун пӗтӗмлетӗвсем тӑрӑх ӗнтӗ Константин Репин Тӗнче первинствине кайма тивӗҫнӗ. Пӗлме: ҫамрӑк спортсмен яшсем хушшинчи 100 тата 200 метр чупура ҫӗнтернӗ кӑна мар, унсӑр пуҫне унӑн кӑтартӑвӗ ҫӗршыв чемпионатӗнче Т-38 ушкӑнлӑ спортсменсем валли чи лайӑххи пулнӑ.
Пуэрто-Рикори пӗтӗм тӗнчери вӑйӑсем ҫурлан 16-мӗшччен пырӗҫ. Ентеше — Константин Репина — пӗрремӗш тухма чӑтӑмлӑх, вӑй-хал, ӑнӑҫу сунатпӑр.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |