Паянхи пурнӑҫ укҫа-тенкӗ ҫинче тӑрать тесен те йӑнӑш пулмӗ. Юрать-ха вӑйпитти ҫамрӑксем кахаланмасан хӑйсене тӑрантарӗҫ. Ваттисене вара ку енчен йывӑртарах, пенҫи укҫине уйӑхсерен парса тӑраҫҫӗ пулин те вӑл пур тӑкакӗсене те саплаштараймасть ҫав.
Ку ыйтӑва татса пама вара депутатсем пуҫарӑннӑ. Саккун тӑвакансем шухӑшӗпе ӗҫлекен ҫамрӑка икӗ процентлӑ налука тӳлеттерме тытӑнмалла, укҫи вара ват ҫынсен аллине лекӗ.
Ҫӗнӗ саккун проектне Патшалӑх канашлавӗн депутачӗ Игорь Зотов сӗннӗ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх ват ҫынсем хӑйсене туллинех тивӗҫтереймеҫҫӗ, ҫавӑнпа та ҫамрӑксен шучӗпе пенҫи укҫине хӑпартсан лайӑх пулӗччӗ.
Игорь Зотов ҫемье кодексӗнче те конкретлӑ хисепсене палӑртасшӑн, мӗншӗн тесен саккун йышӑнӑвӗпе ачисем хӑйсен ватӑ ашшӗ-амӑшне яланах кирлӗ пулӑшупа тивӗҫтерсе тӑмалла.
Депутат шухӑшӗпе ҫӗнӗ саккун пур ҫамрӑка та пырса тивмӗ. Ашшӗ-амӑшӗсерех ӳснӗ е пурнӑҫ тӑршшӗпе вӗсенчен усӑ курманнисем налук тӳллемӗҫ.
Ӗҫпе социаллӑ политика тата ветерансен ӗҫӗ-хӗлӗпе ӗҫлекен канашлӑвӗн комитетне ҫӗнӗ сӗнӳ кӑсӑклантарнӑ, анчах хальлеххе ӑна ҫирӗплетме васкамаҫҫӗ. Тӳре-шара шухӑшӗпе саккуна анлӑлатмалла, кӑлтӑкӗсенчен юсамалла.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |