Шупашкарта ӗнер «Шевроле» тата «Опель» автомашинӑсен дилер центрӗ уҫӑлнӑ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__ хутшӑннӑ.
Дилер центрне уҫнӑ компание Михаил Васильевич пысӑка хурса хакланӑ, мӗншӗн тесен ҫаврӑнӑҫуллӑ ҫав предприяти автомашинӑсем сутма хальхисене шутласан __Шупашкарта__ виҫҫӗмӗш центр уҫать иккен. Республика ертӳҫи ҫамрӑксем валли ӗҫ вырӑнӗ туса пани уйрӑмах паха иккенне палӑртнӑ. Дилер центрӗсем уҫакан компани 400 ытла ӗҫ вырӑнӗ туса панӑ-мӗн. Ӗҫ укҫине те япӑх мар тӳлеҫҫӗ имӗш.
Хальхи центр машинӑсене сутнипе пӗрлех тӗрлӗ юсавпа та аппаланӗ. Машинӑн саппас пайӗсене те сутлӑха кӑларать.
__http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&type=main&id=2583152|**Сӑнсем**__ (16)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |