Тен пурнӑҫ тискерленсе пыннипе ҫамрӑк ӑру хӑйне хаяр тыткалама тытӑнчӗ. Вӗрентсе каланине юратмаҫҫӗ, ӳпкеленишӗн патак ҫитерессипе хӑратаҫҫӗ, ашшӗ-амӑшӗсене хирӗҫ калаҫаҫҫӗ е тата тискерлӗрех ӗҫсем тӑваҫҫӗ. Ку сӑмахсен чӑнлӑхне __Вӑрнар районӗнче__ пулса иртекен ӗҫ-пуҫ тепӗр хут ҫирӗплетрӗ.
Ҫак кунсенче йӗрлев органӗ асӑннӑ районти __Вӑрманкас__ ялӗнче пурӑнакан 18 ҫулхи яша хирӗҫ пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫӗн тӗпчевне вӗҫленнӗ. Каччӑна вара «вӗлерни» статьяпа айӑпланӑ пулнӑ.
Следстви тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, 2012 ҫулхи юпан 15-мӗшӗнче каҫ-кӳлӗмре хайхи ҫамрӑк хӑйӗн 42 ҫулхи ашшӗпе вӑрҫса кайнӑ. Ывӑлӗ вара ҫак кунчен маларах ҫул инкекне лекнӗ. Шырлӑхсене татса парас тесе яш анкартинче ларакан кивӗ бензовоза водителе парса янӑ. Ҫак пулӑм ӗнтӗ ятлаҫмали сӑлтавӗ пулнӑ та.
Тен шуйттан хӗтертсе тӑннипе, тен ашшӗн сивӗ сӑмахӗсем чуна пырса тивнипе 18 ҫулхи каччӑ электричествӑ пралукне алла ҫавӑрса тытнӑ та мунча пӑлтӑрӗнче выртакан ашшӗне пӑвса вӗлернӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |