Нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем хӑйсен ҫурчӗсен тӑрӑмӗпе кӑсӑкланмаҫҫӗ иккен. Пурте мар-ха. Чылайӑшӗ. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх енӗпе потребительсен правине хӳтелес енӗпе ӗҫлекен общество ертӳҫи Олег Ялугин харпӑрлӑхҫисенчен 3 проценчӗ кӑна хастаррине палӑртнӑ. __Шупашкар__ хула админситрацийӗн муниципалитет ҫурт-йӗрне тӗрӗслесе тӑрас енӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ Наталья Васильева та ҫынсем хастар маррине асӑрханӑ.
Тӗрӗссипе вара ҫынсен парвуртарах пулни кирлех. Шупашкарти ҫуртсенчен чылайӑшӗн, акӑ, ҫурт-йӗре тытса тӑма управляющи компание палӑртма вӑхӑт ҫитет. Пиллӗк ҫулта пӗрре ҫакӑн пек йышӑнмалла та, вӑхӑчӗ ҫитет-мӗн.
Маларах асӑннӑ халӑх организацине илсен, ӑна уҫнӑранпа ҫынсене тӗрлӗ ыйтупа 500 хут ытла йышӑнма тивнӗ. «Кунне 20–30 ҫын килет», — тесе каланӑ организаци ертӳҫи Олег Ялугин. Судра 40 ытла тавӑҫ выртать иккен. Халӑх организацине пыракансем тӗрӗслев органӗсем алран кайтӑр тенӗн хурав панине те калаҫҫӗ-мӗн. Кунта вӗсем прокуратурӑпа Ҫурт-йӗр инспекцине ӳпкелеҫҫӗ иккен.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |