Кӑҫал республикӑра шыв-шурта пурӗ 39 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ку хисеп чӑннипех те хӑрушӑ. Шывра путса вилнин сӑлтавӗсем тӗрлӗрен. Чи пӗлтерӗшлисем — этемӗн явапсӑрлӑхӗ, йӗркене пӑхӑнманлӑхӗ тата айванлӑхӗ. Тӗленмелле эпир ҫынсем, инкек тухма пултарассине пӗлетпӗр, ҫапах ҫутҫанталӑк, общество саккунӗсене хирӗҫ кутӑн ашак пек кайса тӗрлӗ пӑтӑрмахсене лекетпӗр. Ӗҫ-пуҫ лайӑх вӗҫленсен юрӗ-ха, анчах хӑш чухне «вӑйӑран вӑкӑр тухать» каларӑш та пурнӑҫа кӗрет.
Ӗҫсен этем пуҫне ҫухатать тейӗн. Ҫурлан 5-мӗшнче __Йӗпреҫ районӗнчи__ __Кушакпуҫ__ ялӗнчи шыв-шурта тухнӑ инкек ҫакна тепӗр хут ҫирӗплетнӗ. __Ҫӗнӗ Шупашкарта__ пурӑнакан 30 ҫулхи арҫын хытах хӗренкеленнӗ хыҫҫӑн асӑннӑ ял пӗвин тарӑнӑшне тӗреслеме шутланӑ, шалаллах кӗрсе кайсан каялла тухма арҫын вӑй ҫитереймен. Каярах ун виллине шыв-шурти инкекрен хӑтаракан службӑн водолазӗсем кӑларнӑ.
Ҫурлан 6-мӗшӗнче тепӗр инкек __Вӑрнар районӗнчи__ __Туҫи Ҫармӑс__ ял ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ пӗвере тухнӑ. 48 ҫулхи ял ҫыннине пулӑра асӑрхануллӑ пулманни пӗтернӗ, сывлама пӑрахнӑскерне шывран ял ҫыннисем кӑларнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |