Чӑвашсем яланах тӗрӗ тӗрлессипе ӑста пулнӑ. Вӗсен алӑ ӗҫӗ чӑннипех те тӗлӗнтернӗ, куҫа илӗртнӗ. Шел пулин те алӑ вӗҫӗн тӗрӗ тӗрлес йӑла паянхи кунсенче пӑрахӑҫланма тытӑнчӗ. Тӗрӗсен пахалӑхӗпе, вӑрттӑнлӑхне пӗлекен ҫыннисем те сахаланчӗҫ.
__Шупашкарти__ Наци вулавӗшӗнче вара тӗрӗ тӗрлес ӑсталӑха чӗртсе тӑратма шут тытнӑ. Ӑна валли ятарлӑ кружок та пуҫарса яма планланӑ. Ушкӑн ертӳҫи пулма Евгения Николаевна Жачевӑна шанса пама шутланӑ. Евгения Николаевна ача пахчинче музыка предмечӗн вӗрентекенӗ, музыка ертӳҫи пулса ӗҫленӗ. 1982 ҫултан вара чӑваш тӗррипе хытах кӑсӑкланса кайнӑ, наци тӗрри ҫинчен тӗпченӗ пӗлевӗпе ыттисене те паллаштарма пуҫланӑ.
Кружокра тӗрӗсен композицине йӗркелеме вӗрентӗҫ, тӗрӗ тӗрлес ӑсталӑха анчах туптама тытӑнакансене пусман тӗрлӗ тӗсӗсем ҫинчен, ҫипсене мӗнле суйласси ҫинчен, халӑх эрешӗ ҫинчен, пӗрремӗш ӗҫ валли мӗнле композици суйласси ҫинчен тата ытти ыйтусем тавра калаҫусем ирттерӗҫ.
Наци вулавӗшӗ тӗрӗ ӑсталӑхне туптама шут тытнисене хӑйӗн патне хаваспах йыхравлать. Пӗрремӗш занятийӗ вара юпа уйӑхӗнче пулать, вӗсене кашни эрнере ирттерме планланӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |