Ҫурла уйӑхӗ ҫитнӗрен вӗренӳ учрежденийӗсенче вӗренекенсем пӗччекен ҫӗнӳ вӗренӳ ҫулӗ валли хатӗрленме тытӑнчӗҫ. Шкул ачисем лавккасем тӑрӑх чупса хӑйсене валли кирлӗ тумсем, тетрадь-калем таврашӗсем туянаҫҫӗ. Шӑпӑрлансемшӗн ку хӑйне майлӑ пӗчӗк уяв. Анчах та пур ача-пӑча та ку савӑнӑҫа туллин туйса илеймест. Сӑлтавӗ тӗрлӗрен: нумай чухне ашшӗпе-амӑшӗн явапсӑрлӑхӗ, укҫа-тенкӗ ҫитменни.
__Шупашкар__ хулинчи __Мускав районӗн__ ачалӑха сыхлас пайӗн ӗҫченӗсем ҫак лару-тӑрӑва лайӑхлатас тесе «Ачана шкула яма хатӗрленер!» акци иртерет.
Нушаллӑ ҫемьесенче пурӑнакан ачасене ҫыру таварӗсем кирлӗ: ручка, кӑранташ, сӑрсем, пластилин, тетрадь тата ытти вӗренӳ япаласем.
Ыр ӗҫ тӑвас текенсем акцине пӗчеккӗн хутшӑнма та тытӑннӑ. Тӗпленрех акци ҫинчен ҫак телефон номерӗсемпе ыйтса пӗлме пулать: **23-52-18, 23-52-15, 23-52-29**.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |