Астӑватӑп, эпӗ ача пуҫӗпе чарусӑр ӗҫсем тусассӑн кукамай мана кулкаласа «йӑнӑшман этем — этем мар» тесе калатчӗ. Ку каларӑш ӗнтӗ хӑйсен ӗҫне лайӑх пӗлекен ӑстасене те пырса тивет иккен.
Ӗнер, ҫурлан 7-мӗшӗнче кӑнтӑралла __Шупашкар районӗнчи__ __Шӑмӑш__ ялӗнче 86 ҫулхи кинемейӗн пӳрчӗ хыпса илнӗ. Пушар тухнӑ сӑлтавӗ вара — ҫулӑм таврашӗпе ӗҫленӗ чухне хӑрушсӑрлӑх йӗркисене пӑхӑнманни. Ҫурт-йӗр купалакансем иккен пӳрт тӑрринче ребероид улӑштарнӑ: газ горелкинчен тухакан хӗм вара ӑнсӑртран маччана лекнӗ пулнӑ. Арҫынсем тухнӑ пӑтӑрмахра ҫухалса кайман, хӑйсен вӑйӗпех ҫулӑма сӳнтернӗ. Вӗсене пулӑшма ИӖМ ӗҫченӗсем те килсе ҫитнӗ. Пушара пула вара пӳрт тӑррипе мачча юрӑхсӑрланнӑ, шырлӑх сумми — 5 пин тенкӗ. Унсӑр пуҫне пушара сӳнтернӗ чухне пӗр ӗҫчене сӗрӗм тивнӗ ӑна вара васкавлӑ вырӑнти пульницӑна леҫнӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |