Унчченрех агитбригадӑсем уй-хирпе ферма тӑрӑх юрласа та ташласа ҫӳретчӗҫ. Хӑш-пӗр ҫӗрти культура учрежденийӗсем халӗ те ун пек йӑлана тытса пыма шухӑшлаҫҫӗ иккен. Акӑ, __Элӗк районӗнчи__ «Пучах» агитбригада ҫывӑх вӑхӑтра ҫула тухма пуҫтарӑнать. Район администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, ушкӑн культура учрежденийӗсем ҫук ялсене ҫитме палӑртать иккен. Хӑҫан каяссине те палӑртса хунӑ — ҫак уйӑхӑн 12-16-мӗшӗсенче.
Юрласа та ташласа кӑтартнипех ҫырлахмӗҫ вӗсем. Районӑн социаллӑ хӳтлӗх пайӗн пуҫлӑхӗ Галина Григорьева вырӑнтисене кӑсӑклантаракан ыйтусене уҫӑмлатма пулӑшӗ.
Тӗлпулу ыран, ҫурлан 12-мӗшӗнче, __Атмалкасси__ ялӗнчен пуҫланӗ. Ҫурлан 13-мӗшӗнче __Качалов__ ялне, 14-мӗшӗнче __Павлушкӑне__ тата __Шавранчӑка__, 15-мӗшӗнче __Шуркассине__ тата __Ҫулавӑҫне__, 16-мӗшӗнче __Атайкассине__ тата __Мӑн Шӗвӗше__ ҫитмелле.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |